Треньел каччин ĕмĕчĕ иксĕлми.

КИРИЛЛ Фролов ялти шкулта вĕреннĕ чухнех мĕнле ача пуласси верентекенсемшĕн те, ашшĕ- амăшĕшĕн те куç умĕнче пулнă. Вĕренỹре ăнăçлă ĕлкĕрсе пынипе çеç çырлахман вăл, ун чухнех хăйĕн пуласлăхне спортпа çыхăнтарнă. Мал ĕмĕтлĕ каччă Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çак енĕпех Мускаври аслă шкулта пĕлĕвне малалла тăснă. Шăпах çакăнта вĕреннĕ чухне çăмăл атлет ятарлă тренерпа ĕçлесе Раççей шайĕнчи чылай ăмăртăва хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, малти вырăнсене те йышăннă. Нумай пулмасть çеç спортсмен Мускавра "Раççей çăлтăрĕсем - 2016" ăмăртури çĕнтерỹпе тепĕр хут хавхаланнă. Чи вăйлă спортсменсемпе пилĕк çухрăма старта тăрса финиша пĕрремĕш кĕнĕ. Çак кунсенче çеç тата Вороновăра иртнĕ çăмăл атлетсен чупăвĕнче те Треньел каччи гран-прие çĕнсе илме пултарнă.