Чăнкă сăрт!

  Треньелсем Ыхра юхан шывĕн сулахай çыранĕ хĕррине сăртран çунашкапа ярăнмалли ăсталанă. Ку ху- тĕнче ватти-вĕтти унта "Чăн-кă сăрт" уява пуçтарăнчĕ.

  Çут çанталăк парнеленĕ илемлĕ кун сăртран кам çунашкапа, кам ятарлă хатĕр-пе савăнăçлăн ярăна-ярăна анчĕ. Çыран хĕрринче кунĕ-пех шăв-шав тăчĕ. Уява хĕрарăмсен канашĕ, культура çурчĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Пухăннă ача-пăчана пылак çимĕçпе савăнтарчĕç. Мероприятине çемьесемпе те хутшăнчĕç. Акă, 4 ача çитĕнтерекен К. Паймин аппăшĕ-тетĕшĕпе пуçтарăнса пынă. Вĕсене йĕркелỹçĕсем торт парса хавхалантарчĕç.

  Тавралăхпа киленни, уçă сывлăшпа сывлани, тĕрлĕ хускану туни çын сывлăхне çирĕплетме те пулăшать. Ял халăхĕсĕр пуçне Треньелĕнчи сăрт çине кỹршĕллĕ ялсенчен, район центрĕнчен, ытти çĕртен те савăнма, ярăнма çỹреççĕ. Кунта канмалли куна усăллă та хаваслă ирттерме кăмăл тăвакансене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ.

 

Н. НИКИТИНА.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)