Треньелсенчен тĕслĕх илмелĕх пур

Районти демографи лару-тăрăвне хаклакан çичĕ уйăхри кăтартусене тишкерсен çакă курăнать: çулталăк пуçланнăранпа 196 ача çуралнă, çав вăхăтрах 296 çын вилнĕ. Икĕ кăтарту хушшинче питĕ пысăк уйрăмлăх пулни ирĕксĕрех шухăшлаттарать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялтан 22-шĕнче "çĕнĕ кайăк" хушăнман. Ку тĕлĕшпе Треньелсем пуриншĕн те ырă тĕслĕхлĕ. Юлашки икĕ çулта çак ялта çулталăкĕпе 5-6 ача çуралнă пулсан, çичĕ уйăхра сакăр мăшăра ЗАГС пайĕнче йыш хушнă ятпа саламланă. Çав вăхăтрах Татмăшра пачах та урăхла лару-тăру: ку таранччен пĕр пепке те хушăнман, тăхăр çынна вара юлашки çула ăсатнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)