Треньелсем футболистсене кĕтсе илме хатĕр

 Юхмапа Пăла тăрăхĕ ĕçчен те матур, пултаруллă ывăл-хĕрĕпе çеç мар, халăхшăн ырми-канми тăрăшакан паллă çыннисемпе те пуян. Шел пулин те, чылайăшĕ паян пирĕн хушăмăрта çук. Вĕсенчен пĕри - Треньелĕнчи шкул коллективне нумай çул ертсе пынă А. Краснов. Хисеплĕ ентешĕмĕре, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне асра тытса тата сума суса, çав вăхăтрах çамрăксене сывă пурнăç йĕркине, спорт вăййисене явăçтарас тĕллевпе çак ялта мини-футболла выляс тĕлĕшпе турнир ирттересси ырă йăлара. Спортсменсем кăçал та футбол уйне тухма хатĕр. Йăлана кĕнĕ XVI турнира ялта хатĕрленĕ командăсем çеç мар, хамăр районти, ытти районсенчи, тĕрлĕрен вĕренỹ учрежденийĕсенчи, организаци-предприятинчи спортсменсем хапăл туни паха. Ăмăртăва нарăсăн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Паллă ĕнтĕ, заявкăсене ял тăрăхне маларах çитермелле.

Сăмах май каласан, юлашки çулсенче пирĕн районта мини-футбол вăййи сарăлсах пырать. Ăна хамăр тăрăхра пропагандăласа саракансенчен пĕрисем шăпах Треньелсем.

 

 "Авангард" (газета Батыревского района)